Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Тилěпе кашкăр


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пĕр тилĕ чупса пынă чухне пĕр шăтăка нăш шăршлать, тет те, ылтăн туталлă пулать, тет; çӳлелле пăхсан, çăлтăр куçлă пулать, тет; сикет, тет те, урхамах тăррине пулать, тет; пырать, тет, чуптарса. Кашкăра тĕл пулсан, кашкăр ыйтать:
    — Аçта пултăн капла, тилĕ тус? — тет.
    Тилĕ калать:
    — Чупса пынă чух пĕр шăтăка шаршларăм та ылтăн туталлă пултăм, çӳлелле пăхрăм та çăлтăр куçлă пултам; сикрĕм те урхамах тăррине пултăм; пырап ĕнтĕ,— тет.
    Кашкар та çапла тăвать, тет: пĕр шатăка шăршлать, тет те, тути таврăнать каять, тет; çӳлелле пăхать, тет те, куçě шăтса юхать, тет; сикет тет те, çатан шалчи тăррине пулса вилет тет. Пěтрě.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки